Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимпиада пĕлĕве тĕрĕслет

 

 Районта çулсерен иртекен олимпиадăсем шкул ачин вĕрентÿ шайне ÿстереççĕ. Пултаруллисене çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пулса тăрать те олимпиада вĕренекеншĕн. Нарăс уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче Элĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературипе олимпиада иртрĕ. 9-11 классенче пĕлÿ илекенсем сакăр шкултан, пурĕ 25 вĕренекен. пухăнчĕç. Шкул ачисен çăмăлах мар ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Чи пысăк балл пухса 9-мĕшсенчен – Марина Мукина, 11-мĕш классенчен – Екатерина Кузнецова (Вырăс сурăм шкулĕ), Элĕкри вăтам шкулти 10-мĕш класра пĕлÿ илекен Алена  Васильева çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 февраля 2006
00:00
Поделиться