Ертÿçĕ улшăнчĕ
Чуна парса, тăрăшса ĕçлерĕ «Правда» хуçалăх ертÿçинче Сергей Лаврентьев. Ĕçленине кура ял халăхне хавхалантарма та манмарĕ: чăваш эстрада артисчĕсене пĕрре мар илсе килчĕ, тĕрлĕ кану уявĕсем йĕркелерĕ. Пултаруллă çамрăкăн хуçалăха лачакаран кăларассишĕн нумай тар кăларма тиврĕ. Анчах унчченхи парăмсен авăрĕнчен тухма йывăрах çав. «Правда» хуçалăхăн пĕрлехи пухăвĕнче С. Лаврентьев хăйне яваплă ĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Ял çыннисенчен чылайăшĕ унăн ыйтăвне тивĕçтересшĕн пулмарĕ, ертÿçĕрех ĕçлеме сĕнчĕ. Çамрăк килĕшмерĕ.
Пухура ял ĕçченĕсем çĕнĕ ертÿçĕ суйларĕç. Вăл – Юрий Никандров. Парăмсенчен хăтăлма йывăррине лайăх ăнланнăран çĕнĕ форма çине куçма калаçса татăлчĕ.