Пĕлтĕрхи ĕçсене тишкерчĕç
Çак кунсенче районти тĕп больницăра 2005 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр. В.В.Архипова тĕп врач доклад туса пачĕ. «Больница администрацийĕн тĕллевĕ – пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, ку чухнехи оборудовани туянасси, сывлăх сыхлавне реформăласси тата ытти те», - палăртрĕ Василиса Владимировна.
Пĕлтĕр сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлама 3 миллион та 853 пин те 132 тенкĕ тăкакланă. Медицина оборудованине 20 единица 553 пин те 965 тенкĕлĕх туяннă. 19 врач тата 45 вăтам медицина ĕçченĕ хăйсен квалификацине ÿстернĕ. Врачсен 59,5 проценчĕн тата вăтам медицина ĕçченĕсен 60,1 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур.
Сывлăх ĕçченĕсем кăçалхи конкретлă мероприятисене тата задачăсене те палăртрĕç.