Район чысне хÿтĕлеме тивĕ
Пурнăçра чи хакли вăл – сывлăх. Çакни кашни лайăх ăнланать. Спортпа туслашни сывлăха чылай çирĕплетме пулăшать.
Иртнĕ эрнере Элекри ача-пăча спорт шкулĕн бази çинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен арçын ачасем хушшинче волейболла выляссипе республикăри ăмăртăвăн 1/16 финалĕ пулчĕ. Унта хутшăннă Элĕк, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле районĕсен командисем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Зонăри хĕрÿ ăмăртура элексем ыттисене парăнмарĕç, хăнасене çĕнтерме пултарчĕç. Çапла майпа пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ командăна умра татах та ăмăрту кĕтет. Вĕсен февралĕн 16-мĕшĕнче 1/8 финалта волейболла выляма тивет. Çакă паллă: ăмăртура вăйлă командăсем пулчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета