Ĕнесен йышĕ чакнă
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи январь уйăхĕнче 65,2 тонна аш-какай, 426,5 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 188 килограмм сĕт суса илнĕ, çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 17 килограмм нумайрах.
Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем 5886 пуç, çав шутран ĕнесем – 2251, сыснасем – 2490, сурăхсем – 22, лашасем 342 пуç пулнă. Пĕр уйăхра ĕне выльăхсем 2 пуç, ĕнесем – 36, лашасем 11 пуç чакнă. Сыснасен йышĕ 227 пуç, сурăхсен йышĕ 2 пуç ÿснĕ.
Самăртма уйарнă ĕне выльăхсем талăкра 347- шер, сыснасем 351- шер грамм ÿт хушнă. Ĕне выльăхсен ÿт хушаслăхĕ 6 грамм, сыснасен – 166 грамм хушăннă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета