Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç укçи ÿснĕ

 

Статистика органĕн кăтартăвĕсем тăрăх районти пысăк тата вăтам организацисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 2005 çулхи декабрьте 2923,5 тенкĕ пулнă. Ку, çав çулхи ноябрьтипе танлаштарсан, 17,1 процент пысăкрах.

2005 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче районти пысăк тата вăтам организацисенче ĕçлекенсен шалăвĕ 2312,8 тенкĕпе танлаштарнă.  Çакă, 2004 çулхипе танлаштарсан, 30,5 процент пысăкрах. Пĕлтĕр, унчченхи çулхипе илсен, ял ĕçченĕсен ĕç укçи 27,9 процент, таварсене ваккăн сутмалли суту-илÿре ĕçлекенсен – 17,7, вĕрентÿре – 27,1, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен 34,3 процент ÿснĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2006
00:00
Поделиться