Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Приватизаци ĕçĕсем пыраççĕ

 

«Раççей Федерацийĕнче Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне ĕçе кĕртесси çинчен» федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн «Раççей Федерацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр фондне приватизацилесси çинчен» РФ саккунĕн 4-мĕш статйине улшăнусем кĕртнĕ. Приватизаци  срокне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăснă май, районта пурăнмалли çуртç-йĕре приватизациллессипе ĕçсем пыраççĕ. Февралĕн 14-мĕшĕ телне социаллă аталану пайне пурăнмалли çурт-йĕре приватизациллеме 5 гражданин заявлени панă. Çав шутран 3 хваттерне приватизацилленĕ.

1993-2005 çулсенче районти 720 хваттертен 382-шне (53 процент) приватизацилленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2006
00:00
Поделиться