Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçлеме кăмăл туман

Районти хуçалăхсенче халĕ отчетлă пухусем малалла пыраççĕ. Çак кунсенче «Яргунькинский» хуçалăхра та пуху иртрĕ. Пĕлтĕр пысăк кăтартусем тума май килмен. Сĕт суса илессипе те мухтанмалли çук. Ку хуçалăха юлашки çулсенче Иосиф Афанасьев ертсе пычĕ. Пухура вăл ертÿçĕре ĕçлеме кăмăл туманнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та ял ĕçченĕсем  ответлă ĕçе тепĕр çынна – Григорий Петрикова шанса пачĕ. Вăл хуçалăхра водительте ĕçленĕ.

Халĕ «Волга» хуçалăхра та ĕртÿçĕ çук. Яваплăха кам хăйĕн çине илĕ – паян-ыран татăлмалла ку ыйту.

Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра ертсе пыракан çын тупма питех те йывăр. Акă, «Молни» хçалăхра та ертÿçĕ кирлĕ. Каллех çын шырамалла. Ĕçлеме те, ĕçлеттерме те çăмăл маррине кашниех лайăх ăнланать çав.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 февраля 2006
08:30
Поделиться