Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамаллăхпа усă кураççĕ

 

Регионти çăмăллăхпа усă куракансене кăçалхи февральшĕн уйăхри тÿлевпе тивĕçтерме пуçланă. Районĕпе илсен, çăмăллăхпа усă куракансем – 3040 çын, çав шутран тыл ĕçченĕсем – 830, ĕç ветеранĕсем – 2181, таса ята тавăрнисем – 28, политика репрессийĕсенче пула инкек тÿснисем 1 çын. Февральшĕн уйăхри тÿлев 716,12 пин тенкĕ шутланать.

Çăмăллăхпа усă куракансен ытларах пайĕ, 2736 çын, тÿлеве почта урлă илеççĕ. Перекет банкĕ урлă – 304 çын.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕç ветеранĕсене телефонпа усă курнăшăн тÿленĕ çĕрте 50 процент çăмăллăх парать. Февраль уйăхĕшĕн 492 çынна 41,6 пин тенкĕ куçарса панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2006
00:00
Поделиться