Ачасем – олимпиадăра
Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче акăлчан чĕлхипе иртнĕ район олимпиадине 5 шкултан 25 вĕренекен хутшăнчĕ. Кăтартусем тăрăх Элĕк шкулĕнчи Олимпиада Никитина тата Мăн Вылă шкулĕнчи Елена Романова мала тухрĕç.
Физкультурăпа та пулчĕ олимпиада. Хĕр ачасенчен Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекенсем В. Михайловăпа О. Васильева çĕнтерчĕç. Арçын ачасенчен Тавăт шкулĕнчи А. Егоров, Мăн Вылă шкулĕнчи Е. Чмекова палăрчĕç.
Общество пĕлÿ олимпиадинче тăххăрмĕшĕсенчен – Тени шкулĕнчи А. Узянова, вуннăмĕшсенчен Элĕк шкулĕнчи К. Кузнецовăпа Е. Матвеева çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета