Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр

 

Ачасен çырас пултарулăхне палăтрас тата ăна аталантарас тĕллевпе кăçалхи кăрлач уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕпе нарăс уйăхĕн çирĕммĕшĕччен «Çыру çырăр салтаксем патне» ятпа конкурс иртрĕ. Унта вĕренекенсем 42 ĕç тăратрĕç. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне жюри членĕсем çыру шухăшне, унăн содержанине тата ăна мĕнле хатĕрлесе илемлетнине шута илчĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă: пĕрремĕш вырăнта Вутлан шкулĕнчи М. Лаврентьева (9 кл.) тухрĕ, иккĕмĕшĕнче – А. Михайлова (Ефремкасси, 9 кл.), О. Никитин (Элĕк, 9 кл.), виççĕмĕшĕнче Ураскильт шкулĕнчи А. Михайлова (9 кл.), Карачурари Г. Щепотина (10 кл.) йышĕнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысларăмăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2006
00:00
Поделиться