Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пухусем иртеççĕ

 

Пĕлтĕрхи çул мĕнле ĕçленине тишкернипе пĕрлех кăçалхи плансене палăртса хăвараççĕ хуçалăхсенчи отчĕтпа суйлав пухăвĕсенче. Районта 25 хуçалăхран 14-шĕнче пухусем иртрĕç те.

Çак кунсенче «Прогресс» хуçалăхра пуху пулчĕ. 2005 çулта кунта тĕш-тырăсем кашни гектартан 15,7 центнер, çĕр улми 148,4 центнер туса илнĕ. Ял ĕçченĕсенчен вăтам ĕç укçи 1571 тенкĕпе танлашнă. Пухура ертÿçĕ пулма Н.Е.Прохоровăна шанчĕç.

Ку таранччен Свердлов ячĕллĕ, «Правда», «Яргунькинский» хуçалăхсенче ертÿçĕсем улшăнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2006
00:00
Поделиться