Çамрăксем футболла вылярĕç
Спорта явăçтарас тĕллевпе час-часах тĕрлĕ амăртусем йĕркелетпĕр, çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр кунта. Нарăс уйăхĕн çирĕм пилĕкмĕшĕнче Элĕк салин стадионĕнчи футбол вăййине юратакансем тĕл пулчĕç. Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен мини-футболăн финал вăййисем иртрĕç. Турнира зонăри ăмăртусенче çĕнтернĕ командăсем хутшăнчĕç.
Çăмăл мар кĕрешÿре Элĕк ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Чăваш Сурăм футболисчĕсем иккĕмĕшĕнче, Ефремкасси спортсменĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысларăмăр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета