Ертÿçĕре - çĕнĕ çынсем
Кăçалхи çул хуçалăх ертÿçисем улшăнмасăр пулмарĕç. Халĕ «Молния» хуçалăха та çĕнĕ çын – Н.В. Сергеев ертсе пырать. Вăл Элĕк салинче 1981 çулта çуралнă, аслă пĕлÿ илнĕ, мăшăрланнă.
«Волга» хуçалăхра та çак кунсенче улшăну пулса иртнĕ. Унчченхи ертÿçĕ хăйне ĕçрен хăтарма ыйтса çырнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ытлари кун вара ку хуçалăхра ертсе пыма ял çыннисем Дмитрий Лавтерьева шаннă. Çакна каламалла: унăн ашшĕ чылай çул «Волга» хуçалăх ертÿçĕнче ĕçленĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета