Ташă коллективĕсем тĕл пулчĕç
Элĕкре çак кунсенче республикăри хореографи коллективĕсен зонăри «Ташша яра пар!» ятпă фестиваль иртрĕ. Элĕк, Етĕрне, Муркаш, Красноармейски районĕсен, çавăн пекех Етĕрне хулин коллективĕсем хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Пирĕн район чысне Элĕкри искусство шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасем тата «Грация» ташă ушкăнĕ хÿтĕлерĕç. Етĕрнесен «Гармония» ансамблĕ, халăх творчествин çуртне çÿрекен, искусство шкулĕнче пĕлĕвĕсене ÿстерекен ачасен пултаруллăхĕ те пухăннисене тыткăнларĕ. Муркаш районĕнчи «Шуçăм», Красноармейскисен «Акăш» ансамблĕсем те курма килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕç.
Жюри членĕсем уйрăмах Етĕрне хулинчен, Муркаш районĕнчен килнĕ хăнасен ăсталăхне пысăк хак пачĕç.