Çĕнĕлле ĕçлени çеç пулăшĕ
Паянхи пурнăç çирĕп тĕрĕслев кăларса тăратать. Хуçалăхсемшĕн, чăн та, çăмллăхĕ сахал халь. Акă, 2005 çулта районти 6 ял хуçалăх предприятийĕ Арбитраж сучĕ витĕр тухнă. «Сорма», «Динамо», «Трудовик», «Токташи», «Мир», «Ямаш», «Самолет», «Атмал», Свердлов ячĕллĕ хуçалăхсем панкрут йĕркине кĕрсе кайнă. Финанс енчен сывалмалли программăна 19 хуçалăх хутшăннă. Шел пулин те хăшпĕрисем налуксене вăхăтра куçарайман. Çавна пулах ку программăра 10 хуçалăх тăрса юлнă.
Хуçалăхсен çĕнĕ çул-йĕр шырама тивет. «Слава», «Таутово» ĕçченĕсем акционерлă обществăсем йĕркелеме кăмăл тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета