Элĕкри райпо – пĕрремĕшĕ
Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ потребительсен кооперацийĕн пĕлтĕрхи тăваттăмĕш кварталти тата 2005 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Мала тухнисене палăртнă. Вĕсен йышĕнче Элĕк райповĕ пурри уйрăмах савăнтарать. Иртнĕ çулсенчи пекех каллех пĕрремĕш вырăнта пирĕн районти кооперативсем.
Юрий Александрович Харитонов ертсе пыракан йыш умри заданисене чыслăн пурнăçланипе, ял çыннисен социаллă пурнăçне лайăхлатассишĕн çине тăрса тимленине, финанс енĕпе те кал-кал ĕçленипе çитĕнÿ тунă.
Иртнĕ çулхи ÿсĕм чикĕ мар кооператорсемшĕн, вĕсем кăçалхи çула та ăнăçлă пуçларĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета