Хушса тÿленĕ
Районта наци проектне пурнăçлассипе ĕçсем пыраççĕ. РФ Правительствин 852-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕ иртнĕ 2 уйăхра Элĕкри тĕп больница ача çуратмалли сертификатсем 48 панă. Çав сертификатсен программисемпе килĕшÿллĕ сывлăх учрежденийĕн ятарлă счечĕ çине 102 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Тĕп врачăн хушăвĕпе йывăр çын пулнă, çуратакан хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕ панă çĕре хутшăнакан сывлăх ĕçченĕсене тÿлемелли йĕркене, хĕрарăмсен консультацине тата акушери уйрăмне пăхса тăма каякан тăкаксен йĕркине çирĕплетнĕ.
Йывăр çын пулнă тата çуратнă тапхăрта медицина пулăшăвĕ панă сывлăх ĕçченĕсене ĕç укçи çумне 23 пин тенкĕ хушса тÿленĕ. Çуратмалли сертификатсен укçи-тенкипе хĕрарăмсен консультацийĕн тата акушери уйрăмĕн пурлăхпа техника базине лайăхлатнă çĕрте усă кураççĕ.