Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсем ăмăртрĕç

 

Çак кунсенче пневматика пăшалĕнчен перессипе шкулсен 14 команди тупăшрĕ. Пĕрремĕш вырăна Элĕк шкулĕн пĕрремĕш команди, иккĕмĕшне Тавăт, виççĕмĕшне Кĕçĕн Тăван шкулĕсем  йышĕнчĕç. Уйрăммăн илсен арçынсенчен Г.Г. Трофимов (Элĕк) пĕрремĕш, О.С. Данилов (Мăн Ямаш) иккĕмĕш, В.И. Павлов (Кĕçĕн Тăван) виççĕмĕш пулчĕç. Хĕрарăмсенчен малти виçĕ вырăнта – С.Ю. Железнова (Тавăт), И.И. Андреева (Мăн Вылă), С.П. Степанова (Питĕшкасси).

Кун хыççăн вĕрентекенсем кану паркне çул тытрĕç. Кунта йĕлтĕрпе чупассипе эстафета пулчĕ. Пĕрремĕш тапхăрта шкул ертÿçи, ун хыççăн 35 çултан кĕçĕнрех хĕрарăм, виççĕмĕшĕ хĕрĕхе çитмен арçын, унтан 35-рен аслă хĕрарăм, вĕçĕнче 45-рен аслă арçын тапранса тухать. 14 команда йышĕнче хĕрÿ кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Элĕк, иккĕмĕшне Шĕмшеш, виççĕмĕшне Кĕçĕн Тăван шкулĕсем çĕнсе илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2006
00:00
Поделиться