Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ обществăсем йĕркеленĕ

 

Парăмсен авăрĕнчен тухма йывăр, уйрăмах хуçалăхсенче. Çавăнпа та хальхи вăхăтра тĕрлĕ майсем шырама тивет. Çакна тĕпе хурса «Правда» хуçалăхра пуху иртнĕ, «Рассвет» ООО туса хума йышăннă. Унăн етрÿçи пулма Людмила Леонтьевана çирĕплетнĕ.  Вăл юлашки çулсенче «Правда» хуçалăхĕн тĕп бухгалтерĕнче ĕçленĕ. Ял ĕçченĕсен пĕр пайĕ вара хăйсен çĕр пайĕсемпе хуçалăхран тухнă, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелеме кăмăл тунă.

«Таутово» хуçалăхăн бази çинче «Восход» ЗАО туса хунă. Унăн ертÿçи пулма Юрий Моисеева шаннă. Çамрăк унччен «Таутово» хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2006
00:00
Поделиться