Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вилнисем çуралнисенчен икĕ хут ытларах

 

Иртнĕ икĕ уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă – 27 ача çуралнă: 12 арçын ача тата 15 хĕр ача. Çакă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 2 ача сахалтарах. Элĕк, Крымсарайкка, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче ытларах çуралнă.

Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пурĕ 68 çын вилнĕ. Ку пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 11 çын сахалтарах. Çын ĕмĕрĕ 70 çулпа танлашни палăрчĕ, хĕрарăмсем 75 çул пурăнни курăнчĕ. 50 çула та çитмесĕр 10 арçын, 2 хĕрарăм, 80 çултан иртсе 5 арçын, 18 хĕрарăм вилнĕ. 17 мăшăр, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 2 мăшăр сахалтарах, пĕрлешнĕ. 4 çемье, иртнĕ çулхинчен, 1 çемье сахалтарах арканнă.

Арçын ачасен чи юратнă ячĕсем – Иван, Николай, Павел, хĕр ачасен –Ксения, Виктория, Анастасия пулни палăрчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2006
00:00
Поделиться