Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

112 çынна ĕçе вырнаçтарнă

 

 

Районти ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центртан çын татăлмасть. Нумайăшне ĕç вырăнĕ тупасси канăç памасть. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсех пыма тăрăшатпăр. Иртнĕ икĕ уйăхра 112 çынна ĕçе вырнаçтартăмăр, çав шутран 42-шне обществăллă ĕçсене янă. Республика тулашĕнчи ĕçсене каякансем 15-ĕн пулчĕç. Професси илме вĕренме ярассипе те ĕçсем пуçланчĕç.

Пĕлтĕрхи çак тапхăрта ĕçсĕррисем 205 çын шутланнă пулсан, халĕ – 185-ĕн.

Ĕçсĕррисене январь уйăхĕшĕн пособи, вĕренекенсене стипенди панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 марта 2006
00:00
Поделиться