Чи лайăх класс ертÿçи паллă
Мартăн 9-мĕшĕнче ял тăрăхĕсенчи культурăпа кану центрĕнче «Чи лайăх класс ертÿçи - 2006» районти конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 7 учрежденири вĕренекенсен пĕр коллективĕпе виçĕ çултан кая мар ĕçлекен класс ертÿçисем хутшăнчĕç.
Вĕсене конкурса хутшăнма тăратасси, суйласа илесси виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта комисси тăратнă материалсене класс ертÿçисемпе тишкерчĕ. Иккĕмĕш тапхăрта конкурсантсем класс тулашĕнчи мероприятисене кăтартрĕç. Виççĕмĕшĕнче, шоу вăхăтĕнче, жюри кăтартусене пĕтĕмлетрĕ.
Пĕрремĕш вырăна Йăлкăш шкулĕнчи 10 класс ертÿçи Галина Владиславовна Ильина йышĕнчĕ. Иккĕмĕшĕ – Юнтапа шкулĕнчи 10 класс ертÿçи Елена Николаевна Петрова. Виççĕмĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи 8 класс ертÿçи Галлия Абзаловна Купкенова çĕнсе илчĕ.