Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх пăхаççĕ – нумай сăваççĕ

Районти ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă çăва кăларассишĕн тăрăшаççĕ.  Ку енĕпе «Новый путь», «Самолет», «Звезда» хуçалăхсенчи выльăх пăхакансем уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Асăннă ял-хуçалăх предприятийĕсенче кулленхи сăвăм 14,1 – 11 килогрампа танлашать. Ăнăçлăх ытларах пур пек апатпа пĕлсе, кирлĕ пек усă курнинчен килет.

Çав хушăрах чылай хуçалăхсенче выльăхсен продуктивлăхне ÿстерессишĕн тимлени çук. Фермăсенчи ĕç-хĕл юхăнсах кайнă. Çавăн пиркиех Калинин ячĕллĕ, «Яргунькинский» хуçалăхсенчи ĕнесем 1-2 – шер килограмм кăна сĕт параççĕ.

Районĕпе илсен, кăтарту лайăхланни палăрать. Пĕлтĕр çак тапхăрта кашни ĕнерен 6,7 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал – 7,2 килограмм.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 марта 2006
00:00
Поделиться