«Звездара» эртÿçĕ улшăннă
Халăх пурнăçĕ лайăхланасси ертÿçĕрен кăна мар, ĕçлекенрен те килет. Паянхи кун пĕр – пĕрне ăнланса ĕçлесе пырсан çеç малалла кайма май пур. «Звезда» хуçалăхăн кăтартăвĕсем начар мар, кĕрхи çĕртме те тунă. Нумаях пулмасть иртнĕ пухура вара «Звезда» хуçалăх ертÿçи Илья Степанов хăйне ĕçрен хăтарма ыйтса çырнă. Чир пусăхласа çитернĕрен ертÿçĕре ĕçлеме вăй-хал çитерейменнине пĕлтернĕ.
Ертÿçĕсĕр малалла каяйман. Ял çыннисем «Звездана» ертсе пыма Владислав Григорьева шаннă. Вăл 1964 çулта çуралнă, Якунекасси ялĕнче пурăнать. Юлашки çулсенче ку хуçалăхра электрикра ĕçленĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета