Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кайăк грипĕнчен сыхланма тивет

 

Кайăк грипĕнчен хăрушлăхĕ тата чиртен сыхланса пурнăçланмалли профилактика ĕçĕ пирки калаçнă та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ семинар-канашлура. Район ветслужбин пуçлăхĕ В.Афанасьев пĕлтернĕ тăрăх, вакцинаци – кайăк грипĕ сарăласран сыхланмалли пĕртен-пĕр мел. Вилĕм кÿрекен  хăрушă вирусран шанчăклăн хÿтĕленесси тĕп ĕç пулса тăрать.

Районти граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Г.Николаев кайăк грипĕ хăвăрт сарăласран сыхланас ĕçе вăйлатмаллине палăртрĕ. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе кайăк грипне хирĕç профилактика мероприятийĕсен планне тата пĕрлехи комиссине туса хунă.

Районти ветслужбăра «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Специалистсемпе 2-27-30 тата 2-21-41 телефонсемпе çыхăнма пултараççĕ. Вĕсем кайăк грипĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса  парĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2006
00:00
Поделиться