Кредит – 9 миллиона яхăн
«АПК-на аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ енĕпе меропритятисене пурнăçлас тĕллевпе, çав проекта реализацилессипе 2006-2007 çулсем валли план тунă.
Унта кĕртнĕ мероприятисене пурнăçласа, районти пĕчĕк формăллă хуçалăхсем 9 миллион тенке яхăн субсиди илме пултараççĕ. Кредитсем илме документсем хатĕрлеме ООО «Гранит» представителĕсем пулăшаççĕ. Ку таранччен 250 пин тенкĕ илме документ хатĕрленĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ерчетессине хăвăрт аталантарма В.Н. Иванов фермер бизнес-план хатĕрленĕ. Сысна комплексне 1000 пуç валли çĕнетсе пысăклатмалла. «Гвардеец» хуçалăхра сĕт-çу фермине 200 пуç валли тĕпрен юсамалла, ăратлă выльăх 100 пуç туянма палăртнă.