Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăм – тĕрлĕрен

«Агро-Инноваци» службин кăтартăвĕсем тăрăх март  уйăхĕн çурри тĕлне районĕпе пурĕ 16062 килоргамм сĕт туса илнĕ. 12818 килограмм сутнă. Сĕт тавралăхĕ – 79,8 процент. Сăвакан ĕнесем пурĕ 2231 пуç шутланаççĕ. Ĕне пуçне тивекен сăвăм – 7,2 килограмм.

Халĕ «Новый путь» хуçалăхра кашни ĕнерен 14,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, кунта сăвăм 1,2 килограмм ÿстернĕ.

«Самолет» хуçалăхра талăкра – 11,2 килограмм, «Звездара» - 11, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра- 8,6, «Алмаз» хуçалăхра 7,5 килограмм сĕт сăваççĕ.

Калинин ячĕллĕ хуçалăх сăвăмĕ пуринчен те пĕчĕкрех – 1,4 килограмм.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2006
00:00
Поделиться