Ачасем библиотекăна туртăнаççĕ
Ачасен информаци культурине ÿстерсе пымасăр май çук хальхи вăхăтра. Çак тĕллевпех Элĕкри ача-пăча тĕслĕх библиотекин ĕçченĕсем «Кĕнеке ача пурнăçĕнче» ятпа информаци кунне ирттернĕ. Мероприяти кунĕ тĕлне «Ачасен вулавĕ чĕрешĕн тата ăстăншăн» кĕнеке куравне хатĕрленĕ. «Кĕнеке! Ăçтан эсĕ килнĕ» библиографи урокĕ ачасен кăмăлне çывăх пулнă. Çамрăк вулавçăсем валли электронлă каталог та тунă. Март уйăхĕнче çавăн пекех ача-пăча кĕнекин эрнине ирттерессине плана кĕртнĕ.
Библиотека ĕçченĕсем ачасене ялан тарават. Кĕтнĕ хăна вырăнне вĕсем. Кĕнекепе ачаллах туслашатăн, пĕлÿ те нумай пухатăн.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета