Хăй шучĕпе юсанă
Чăваш авалтанах ырă кăмăллăхпа, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнине палăрса тăнă. Юрать-ха çак йăла халĕ те малалла тăсăлса пырать. Акă, Урпаш ял тăрăхĕн ертÿçине компьютер оборудованийĕ пырса панă - ĕçре усă курма паллах. Анчах ăна япăх кабинета вырнаçтараймăн. Вăл пур-ха, тулькĕш юсав ĕçне пурнăçламалла. Ăна валли вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Ку шухăш ял тăрăхĕн ĕçченĕсем Арефий Иванов фермера пĕлтернĕ. Маттур арçын пулăшу пама килĕшнĕ. Хăй шучĕпе кабинет юсаса панă. Халĕ кунта илемлĕ, ĕçлеме те меллĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета