Кинокартинăна курма май килмен-ха
Икĕ çул каялла Марина Разбежкинăн «Время жатвы» фильм Мускаври пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте приз çĕнсе илнĕччĕ. Унтанпа ку кинокартина 38 кинофестивале хутшăннă. Чикагăра «Ылтăн тарелка», Салоникра (Грецире) «Кĕмĕл Александр», Триестра (Италире) Гранпри çĕнсе илнĕ. Корейăра вара чи лайăх фильм тесе палăртнă. «Время жатвы» фильм Элĕк районĕшĕн питех те çывăх, мĕншĕн тесен ăна Кĕçĕн Тукташра ÿкернĕ. Массăллă сценăсене хутшăнакансем – Ураскильт тăрăхĕнче пурăнакансем.
Шел пулин те «Время жатвы» кинокартинăна тĕп хулара та, Элĕкре те кăтартман.
«Чăвашкино» кинофильма туянасшăн, анчах вăл Мускаври кинопрокатра çук иккен.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета