Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк тупăшлисене – пулăшу

Районти социаллă хÿтлĕх пайне пĕчĕк тупăшлă граждансем пулăшу ыйтма тăтăшах пыраççĕ. Ытларахăшĕ Вутă туянма, газпа усă курнăшăн тÿлеме, эмел илме укçа-тенкĕ ыйтаççĕ.

Паянхи куна илсен, пĕчĕк тупăш илекен 6 çынна пурлăх енĕпе 5300 тенкĕлĕх пулăшнă. Çав шутран пушара пула инкек курнă 2 çынна, 2 инвалида, пĕр пенсионеркăна пÿрт юсама, нумай ачаллă 2 çемьене укçа-тенкĕ уйăрса панă.

Çемье тупăшĕ пурин те пĕрешкел пулаймĕ. Пĕрисем ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ пулсан, теприсене саплашăнса пыма йывăр. Çавна тĕпе хурса, пĕчĕк тупăшлисене май килнĕ таран пулăшатпăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 марта 2006
00:00
Поделиться