Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шахматла вылярĕç

 

Элĕкри культурă керменĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, шахмат вăййине кăмăллакансем «Район чемпионĕ» ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Ăмăртура 27-ĕн пулчĕç. Вăл шутра арçынсем йышлă, 7 шкул ачи тата пĕр хĕрарăм. Икĕ куна тăсăлчĕ хĕрÿ кĕрешÿ. «Район чемпионĕ» хисеплĕ ята Шупашкар хулинче пурăнакан Ямаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ ентеш Станислав Савельев çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна та Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентеш Виталий Уфимов йышĕнчĕ. Виççĕмĕш вырăна Элĕк салинчи «е2-е4» шахмата юратакансен клубĕн членĕ Елисей Соколов йышăнма пултарчĕ. Шкул ачисем хушшинче Дима Федорова (Элĕк шкулĕ) çитекенĕ пулмарĕ. Хĕрарăмсенчен Галина Мурзакова (Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ) палăрчĕ. Мала тухнисене район пуçлăхĕн хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 марта 2006
00:00
Поделиться