Çĕнĕ çул-йĕр çине тăраççĕ
Паян нумай хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ, çав шутра «Волга» та. Тĕрлĕ йышши парăмсем малалла утăм тума май памаççĕ. Çавăнпа та çĕнĕ çул-йĕр шырама тивет. Çак кунсенче «Волга» хуçалăхра пĕрлехи пуху пулса иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - çĕнĕ общество туса хурасси. Ял çыннисем, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш итленĕ хыççăн, хупă акционерлă общество йĕркелеме килĕшрĕç. Ятне те пачĕç: «Победа». Унăн ертÿçи пулма Дмитрий Лаврентьева шанчĕç. Халĕ кунта йĕркелÿ ĕçĕсем пыраççĕ.
Кÿршĕллĕ Калинин ячĕллĕ хуçалăхра та çĕнĕ общество туса хума йышăннă. Ăна «Надежда» ят панă вĕсем. Паллах, ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть, малалла каяс тесен нумай вăй хума тивет.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета