Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илеççĕ

«Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртсе пырса, районта уйрăм хушма хуçалăхсем кредит илме хатĕрленессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Ку таранччен пурĕ 80 заявлени панă. Çав шутран: уйрăм хушма хуçалăхсем –74, фермер хуçалăхсем – 4, ял хуçалăх предприятийĕсем – 2.

«АПК-на аталантарасси» наци проектне реализацилесе, пурлăхăн пĕчĕк формисене  аталантарас енĕпе ăнлантару ĕçĕсене Ефремкасси, Юнтапа, Чăваш Сурăм, Крымсарайкка ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем уйрăмах ăнăçлă туса ирттереççĕ.

Паянхи куна илсен, 13 уйрăм хуçалăхсем 376 пин тенкĕ кредит илчĕç. Кашни хуçалăх пуçне 30 пин тенке яхăн тивĕçет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2006
00:00
Поделиться