Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр сехет малалла куçараççĕ

РФ Правительстви палăртнă вăхăт шутламалли йĕркепе килĕшÿллĕн, 2006 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчен çĕршывра «çуллахи» вăхăт вăя кĕрет. Çавна май 2006 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2 сехетре (вырăнти вăхăтпа) Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнчен сехет йĕпписене 1 сехет малалла куçараççĕ.

Сехет йĕпписене куçарни пĕлтерĕшĕ – административлă вăхăта тата хĕвел вăхăтне шайлаштарасси. Кăçал 100 ытла çĕр-шывра «çуллахи» вăхăт çине куçараççĕ. Çав шутра – пĕтĕм Европа та. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, «çуллахи» вăхăт çине куçни этем организмĕшĕн пĕртте сиенлĕ мар. Халăхшăн вара, çурхи кунсем пуçланнă май, пахчара, дачăра ĕçлемешкĕн, канмашкăн çутă вăхăт ытларах пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2006
00:00
Поделиться