Çăмăллăх кредитне 12 çын илнĕ
«АПКна аталантарасси» наци проектне пурнăçласа, районта харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансене çăмăллăх кредичĕсем парасси малалла пырать. Акă, паянхи куна «Элĕк-Килĕшÿ» потребительсен ял хуçалăх кооперативĕ урлă харпăр хăй хушма хуçалăхĕпе ĕçлекен 12 çын çăмăллатнă йĕркепе кивçен укçа илнĕ. Сăмахран, Изванкăра пурăнакан Г.Шулаева çав укçапа нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне, Элĕк ял тăрăхĕнчи В.Марков çамрăк выльăх-чĕрлĕх, Чăваш Сурăмĕнчи Г.Игнатьева выльăх-чĕрлĕх витисене юсама строительство материалĕсем туяннă. Пĕтĕмпе вара «Элĕк-Килĕшÿ» кредит кооперативĕ уйăрса панă укçа-тенкĕпе харпар хăй хуçалăхне тытса тăракансем 2 мотоблок, 12 пăрупа 12 сысна çури, çĕр улми вăрлăхĕ, тырă, выльăх апачĕ, строительство материалĕсем илнĕ. Хальхи вăхăтра районта 60 çын хăйсен хушма хуçалăхне аталантармашкăн çăмăллатнă йĕркепе кивçен илме тивĕçлĕ хутсем хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.