Лайăххипе палăртнă
Яллă районсенчи физкультурăпа сывлăх сиплевĕн тата спортăн уйрăм 198 клубĕ юлашки вăхăтра курăмлă ĕçлесе пынине палăртнă Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче. Ларура республикăри 2 хулапа 10 районти спорт пайĕсен ĕçне ырă тĕслĕх вырăнне палăртнă. Çавсен шутĕнче пирĕн районти спорт пайĕ те пур.
Савăнтаракан тепĕр ырă хыпар. Чăваш Республикин Спорт министерстви кашни çулах «Чи лайăх спортсмен», «Спортăн ылтăн резервĕ», «Чи лайăх тренер» конкурссем ирттерет. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе «Чи лайăх тренер» номинацире ку хисеплĕ ята Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ, СССР, Раççей Федерацийĕн физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов тивĕçнĕ. Вăл пирĕн ентеш, Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ.