«Сар кайăк» фестивальте юрланă
Чăваш юррисене юрлассипе вĕренекенсем хушшинче иртнĕ районти «Сар кайăк» фестиваль кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 учрежденири 7-18 çулсенчи уйрăм çамрăксем хутшăннă. Вĕсем конкурсра суйласа илме аккапеллăпа юрланă, фольклор произведенийĕсен тексчĕсене темиçешер тăратнă.
Жюри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне пĕччен юрлас ăсталăха, сцена костюмне, юрă содержанине сăнарланине шута илнĕ. Районти фестиваль çĕнтерÿçисем Екатерина Дмитриева (Чăваш Сурăм), Людмила Засыпкина (Шĕмшеш), Александра Нестерова (Юнтапа), Виктория Герасимова (Тавăт), Анжелика Никонорова (Вутлан) зонăри конкурса хутшăнаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета