Вĕренÿ иртнĕ
Кайăк грипĕ сарăласран сыхланас тĕллевпе районта команда –штаб тренировки пулнă. Вăл район пуçлăхĕ А.Платонов ертсе пынипе иртнĕ.
Вĕренÿ вырăнĕнче кайăк грипĕ сарăласран сыхланас енĕпе ĕçлеме пултарнине тĕрĕсленĕ, хăрушлăха хаклама вĕреннĕ, тĕрлĕ тытăм ертÿçисен чир сарăлас хăрушăрлăх пур чухнехи ĕçпе çыхăннă хăнăхăвне çирĕплетнĕ. «Карантин» вăхăтĕнче противогазсемпе тата ятарлă хÿтĕлев тумĕпе ĕçленĕ. Палăртнă вырăна пыракан автомашинăсене им-çампа дезинфекцилесе тăнă. «Чирлĕ кайăка» мĕнле çунтарса тирпейлемеллине кăтартнă. Пĕр сăмахпа, вĕренÿ ăнăçлă иртнĕ. Вăл пуриншĕн те усăллă пулнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета