ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçипе тĕл пулнă
Нумаях пулмасть Шупашкарта Элĕк район пуçлăхĕ А.Платонов тата Элĕкри строительство материалĕсен завочĕн директорĕ Л.Повеликина ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçипе Э.Аблякимовпа тĕл пулнă.
Калаçу вăхăтĕнче строительство материалĕсен завочĕн аталанăвĕ тата унăн малашнехи ĕçĕсем çинчен каласа панă. Ку заводăн продукцийĕпе яллă вырăнсенче пÿртсене тунă чухне те усă курма май пур.
Район пуçлăхĕ Анаткасри кирпĕч заводĕнче паянхи кун тĕлне ĕçсем туса ирттерине, май уйăхĕн çурринчен производство хута каяссине пĕлтернĕ.
Тĕл пулура районти социаллă-экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене çĕкленĕ, приотритетлă наци программисем мĕнле пурнăçланса пынине пăхса тухнă.