Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инспектор – кĕçĕн классенче

Вутланти тăхăр çул вĕренмелли шкулта ĕç планĕпе палăртнă, расписание кĕртмен уроксем тăтăшах пулмаççĕ. Вĕсене милиципе прокуратура тата медицина ĕçченĕсем ирттереççĕ. Черетлĕ тĕл пулура районти çул-йĕр инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ С.Яковлев кĕçĕн класра вĕренекенсене çул çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарчĕ, шоферсем е çуран çÿрекенсем йĕркене пăсни инкек патне илсе çитерни çинчен тĕслĕхсем илсе ăнлантарчĕ, шкул ачисен уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртрĕ.

- Шел пулин те, нумаях пулмасть Тукач ялĕ патĕнче пулса иртнĕ инкек те хăш-пĕр ачасем çул çинче тимлĕхе çухатни çинчен калать, - терĕ инспектор.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2006
00:00
Поделиться