Лăпланса лармалли çук
Районта наркотик хатĕрĕсемпе йĕркесĕр усă курасси тата вĕсен саккуна хирĕçле çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвĕнче пилĕк ыйту пăхса тухрĕç. Районта тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пырать-ха. Ку ыйтăва вĕрентÿпе çамрăксен политикин, шалти ĕçсен пайĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, больницăн тата культурăн ĕçченĕсем отчет туса пачĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, наркотика хирĕç кĕрешессипе япăх мар ĕçленĕ, çул çитмен ачасемпе çамрăксене куçран вĕçертмен. Паллах мĕн тунипе çеç лăпланса лармалли çук, ĕçлемелли татах та нумай.
Ларура кăçалхи ĕç планне те пăхса тухрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета