Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăшăрсем ахах туйне паллă тунă

Николай Григорьевич тата Мария Максимовна Николаевсем мартăн 25-мĕшĕнче хăйсен ахах (жемчужина) туйне паллă турĕç.

Вĕсем 1975 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче паллашнă. Çамрăк хĕр çавăн пекех ЗАГС пайĕнче ĕçленĕ. Николай çартан таврăннă хыççăн çурални çинчен свидетельство иккĕмĕш хут илме унта пынă. Çав кунран хĕрпе каччă хушшинчи туслăх пуçланнă.

Çамрăксем вунă уйăхран пĕрлешнĕ. Мăшăрсем виçĕ хĕр ÿстернĕ: Светлана, Марина, Наталья. Николаевсен çемьинче тăватă ăру çыннисем пурăнаççĕ, асли – 92 çулта, чи кĕçĕнни – 6 уйăхра.

Мария Максимовна ЗАГС пайĕнче 31 çул, Николай Григорьевич «Агропромхимия» пĕрлешĕвĕнче трактористра 30 çул ĕçлеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2006
00:00
Поделиться