Мини-футбол турнирĕ иртрĕ
Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи ялсенчи, организацисенчи командăсем хушшинче мини-футбол турнирĕ пулчĕ. Унта Чăваш Сурăм ялĕн, Шуркасси тата Анатри Хурасан, Тури тата Анатри Юлăш ялĕсен пĕрлештернĕ, вăтам шкул командисем хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш вырăна вăтам шкул, иккĕмĕшĕне - Чăваш Сурăм, виççĕмĕш вырăна Шуркассипе Анатри Хурасан ялĕсен командисем тухрĕç. Пурне те парнесем парса чыс тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета