Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Туслăх хĕлхемĕнче» палăрнă

 

Районта наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕ иртрĕ. Çав тапхăрта «Опытлă пуçаруçă» конкурс, тăван ен культури енĕпе «Асамат» вăйлă – олимпиада, ÿкерчĕксен «Шевле» конкурсĕ пулчĕ.

Ÿкерчĕксен конкурсне 7 шкултан 24 ĕç тăратрĕç. Вырăс Сурăм шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Илья Гаврилов ÿкерчĕкĕсем чи лайăххисем пулчĕç.

Вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарассипе конкурса 32 вĕренекен хутшăнчĕ. Мăн Ямаш шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Денис Матвеев  филологи енĕпе пултарулăхпа ăсталăх кăтартассипе уйрăмах ырăпа палăрчĕ.

Вăйлă олимпиадăра Юнтапа, Питĕшкасси, Вырăс Сурăм, Тени, Карачура, Шĕмшеш шкулĕсен ачисем активлăх кăтартрĕç. Питĕшкасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Екатерина Михайлова ĕçĕ ытларах килĕшрĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2006
00:00
Поделиться