Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача укçи – уйăхсерен

Районта «Ача-пăча пур граждансен патшалăх пособийĕсем пур çинчен» Чăваш Республикин саккунĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ача укçипе тивĕçтересси халĕ чылай вăхăта тăсăлса пымасть. Ак, паянхи куна районти 1462 çемье уйăхсеренхи пособисене илсе тăрать, вĕсенче пурĕ 2642 ача çитĕнет. Чăваш Ренспубликин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен пайĕ пуш уйăхсенче уйăхсеренхи ача укçине 1276,9 пин тенкĕлĕх тÿленĕ. Ача çуратма хатĕрленекен  тата пепке çуратнă 12 хĕрарăма 14816,29 тенкĕлĕх пособи тÿленĕ. 92 çын 1,5 çула çитичченхи ачана пăхнăшăн паракан пособие 52867,42 тенкĕ илнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 апреля 2006
00:00
Поделиться