Нимĕç фирмин ертÿçи – Шĕмшешре
Шĕмшеш ял тăрăхĕнче Германири фирма ертÿçи Томас Бранд ĕçлĕ визитпа пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ял территорийĕсенче харпăр хăй хушма хуçалăхсемпе кооператив тата заводсем хушшинчи çыхăнусене вăйлатса аталантарас, Шĕмшеш ял тăрăхĕн территорийĕнче сĕт сивĕтмелли установкăна вырнаçтарас ыйтусене сÿтсе явнă.
Визит вăхăтĕнче сĕт сивĕтмелли установкăна вырнаçтармалли условисене пăхса тухнă, ăна вырнаçтармалли вырăна палăртнă. Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А.Филимонов проект ертÿçине Томас Бранда Шĕмшеш ял тăрăхĕн территорийĕнче ÿлĕмрен сĕт мĕн чухлĕ пулма пултарасси çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр хутĕнче ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета