Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район пуçлăхĕ мордовире пулнă

Çак кунсенче Чăваш Республикин делегацийĕ Мордва Республикинчи Атяшево районĕнче пулнă. Делегаци йышне Чăваш Енри темиçе район пуçлăхĕ, çав шутра Элĕк район пуçлăхĕ А.И. Платонов та кĕнĕ. Делегаци Мордва Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелес реформа, уйрăммăн илсен, çак ĕç Атяшево районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче мĕнле пулса пынипе паллашнă.

Пуçлăхсене çавăн пекех харпăр хăй хушма хуçалăхне, пĕтĕмĕшле илсен, республикăра ял хуçалăхне аталантарас ĕç мĕнле пыни кăсăклантарнă.

Чăваш Республикинчи районсен пуçлăхĕсем пурте пĕр шухăшлăн çапла палăртнă: вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелес реформа Чăваш Республикинче ăнăçлăрах та анлăрах пулса пырать

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 апреля 2006
00:00
Поделиться