Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекен – инвалидсене – парне

Питĕшкассинчи вăтам шкулта «Вĕренекен-инвалидсене - парне» акци ирттернĕ. Унта пурĕ 165 çын хутшăннă. Пĕтĕмпе 995 тенкĕ укçа пухнă. Унпа ачасен пысăк энциклопедийĕсене, чĕр чунсем, хурт-кăпшанкăсем çинчен интереслĕ Кĕнекесем, çавăн пекех юмах тата юрă кĕнекисем те илнĕ. Вĕсене сывлăха пула тантăшĕсемпе пĕрле шкула çÿреме пултарайман, вĕренешĕн тăрăшакан, пĕлÿпе интересленекен Константин Еремеевпа Анастасия Никандровăна панă.

Улттăмĕш класра вĕренекенсем çиелти тумтире çакмаллисем (плечики) хатĕрленĕ, вĕсене «Хĕвел» ача садне парнеленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 апреля 2006
00:00
Поделиться